Закупаем пшеницу 3 класса. Подробности по тел. (8352) 66-21-51, 63-42-63, +7-937-954-30-43 и в разделе Зерно. На постоянной основе производится закупка зерна пшеницы на конкурсной основе по 223-ФЗ на официальном сайте zakupki.gov.ru

‹‹ Вернуться к списку
24
окт
2007
Газета «Хыпар» № 205 от 24.10.07

«ЧĂВАШТЫРĂПРОДУКЧĔ»”

ÇĂНĂХ ХАКНЕ ЙŸНЕТНĔ,

ЫТТИСЕМ ÇАВĂН ПЕК УТĂМ ТУМА ШУТЛАÇÇĔ-И?

Хальхи вăхăтра хаксен ÿсĕмĕ çинчен нумай калаçаççĕ. Çакна нумай сăлтавпа çирĕплетеççĕ. Чикĕ леш енчен, Раççейĕн ытти регионĕнчен килекен апат-çимĕç хакланни пурне те пăшăрхантарать. Канашлу хыççăн канашлу иртет ку ыйтупа, хаçатсем, телевидени-радио шавлаççĕ. Анчах потребитель карçинкки çăмăлланни сисĕнмест. Хамăрăн предприяти-фирмăсем кун пирки нимĕнле сас та памаççĕ. Виçĕм кун вара, юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче, “Чăваштырăпродукчĕ” ПУП пĕрремĕш хăюллă утăм турĕ - çăкăр пĕçермелли çăнăх хакне 5 процент таранччен чакарасси çинчен пĕлтерчĕ.

Кăçал предприяти 60 пин тонна тырă сутăн илнĕ. Пĕлтĕрхинчен икĕ хута яхăн нумайрах. Çакăнта унăн ертÿçисен тÿпи пысăк. Вĕсем хуçалăхсемпе куллен тимлĕ ĕçленĕ, банксемпе çыхăну тытса продукци сутакансене укçа вăхăтра тÿленĕ. Вырăнта çĕнĕ тырăран хатĕрленĕ çăнăх республика халăхне çур çул пурăнма çитет.

Çав хушăрах пăшăрханмалли сăлтав та пур. Çĕршывра халăха уйрăмах кирлĕ апат-çимĕç хакĕсем хăвăрт ÿссе пыраççĕ. Çав шута тыр-пул продукчĕсем - çăнăх, çăкăр-булка изделийĕсем те кĕреççĕ.

ХАÇАТ корреспонденчĕ “Чăваштырăпродукчĕ” патшалăх унитари предприятийĕн ертÿçипе П.В.Диомидовпа тĕл пулнă, унран тыр-пул продукчĕсен рынокĕнче хальхи вăхăтра тухса тăнă лару-тăрупа паллаштарма ыйтнă.

- Павел Васильевич, сирĕн пред¬прияти çемçе тулăн мĕн пур сортĕнчен, ырашран çăнăх авăртса кăларать, тĕрлĕ кĕрпе тăвать. Çăнăх сутас енĕпе эсир Чăваш Республикинче чăннипех лидер шутланатăр. Çĕршывра юлашки вăхăтра апат-çимĕç хакĕсем ÿссе пынă хушăра сирĕн предприяти çăнăх хакне йÿнетрĕ.

- Хаксен ÿсĕмĕ пире çеç мар, Правительствăна та шухăшлаттарать. Иртнĕ эрнере ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ С.А.Гапликов канашлу ирттерчĕ. Унта сăмах халăха чи малтан кирлĕ апат-çимĕç хакĕсене тытса чарасси çинчен пычĕ. Çакă потребитель карçинккине кĕрекен апат-çимĕç хакĕсене уйрăмах пырса тивет.

- Сирĕн предприяти туса кăларакан тĕп продукци - çăнăх - хакĕ мĕнлерех шайра тытăнса тăрать?

- Эпир кăçалхи утă уйăхĕнчен хаксене пĕрре те улăштарман. Вĕсем пĕр пек шайра юлнă. Мĕншĕн тесен “Чăваштырăпродукчĕ” хамăрăн Чăваш Ен çыннисене çирĕп сăмах панă. Халăха чи малтан кирлĕ апат-çимĕç хакне ÿстермелле мар. Çак тĕллеве çирĕп тытса пыратпăр та. Ун çинчен эпир халăха уççăн пĕлтернĕ. Çăнăх хакĕ пирĕн филиалсенче пур çĕрте те пĕрешкел: Шупашкарта та, Улатăрта та, Тĕрлемесре те, Канашра та, Çĕмĕрлере те, Йĕпреçре те, Вăрмарта та. Пирĕн суту-илÿ вырăнĕсенче - Шупашкарти Николаев урамĕнчи базăра та, хулан Кăнтăр-хĕвел анăç пасарĕнче те хаксем ÿсмен. Юпан 22-мĕшĕнче вара предприяти хака йÿнетесси çинчен уçăмлă пĕлтерчĕ: пĕр килограмм çăнăх хакĕ 12,5 тенкĕ, икĕ килограмĕ /çăнаха пур çĕрте те икĕ килограмлă чĕркевпе сутаççĕ/ - 25 тенкĕ.

- Ытти çĕрте хаксем чылай пысăкрах.

- Питĕ шел. Эпир ятарласа тĕпчев ирттертĕмĕр. Хаксем тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен. Сăмахран, Шупашкарăн тĕп пасарĕнче, “Северная” ярмăрккара пĕр чĕркев çăнăх /икĕ килограмм/ 32 тенкĕ, 25 процент хаклăрах. Ку пасарсене ют сутуçăсене кĕртмеççĕ, вĕсен хăйсен саккунĕ. Лавккасенче пĕр чĕркев çăнăха 34 тенкĕпе сутаççĕ. Алтай çăнăхĕ вара - 40 тенкĕ. Тĕпчев кăтартса панă тăрăх, потребитель карçинккине кĕрекен чи кирлĕ апат-çимĕç¬рен пĕри - çăнăх - пур çĕрте те малтанхи шайран 25-30 процент хаклăрах.

- Хаксем ÿссе пыни мĕнрен килет тесе шутлатăр?

- Коммерсантсен хăйсен тĕллевĕ - услам нумайрах илмелле. Кăçалхи çу уйăхĕнче тырă хакĕ пĕрре çурă хут ÿсрĕ пулин те çăнăх вара 27 процент анчах хакланчĕ. Чăваш Енре чи нумай çăнăх туса кăларакан предприяти çăкăр пĕçерекен заводсемпе комбинатсене çăнăха йÿнĕрех хакпа сутать. Ку хаксене ЧР Ял хуçалăх, Экономика министерствисемпе, республикăн Тарифсен службипе пĕрле кăçалхи утă уйăхĕнче çирĕплетнĕ. Сăмахран, пĕрремĕш сортлă çăнăхăн рынокри хакĕ - 10 тенкĕ, иккĕмĕш сортлин - 8 тенкĕ, çăкăр пĕçерекенсене вара ăна эпир 5 тенкĕ те 50 пуспа сутатпăр. Ыраш çăнăхĕн рынокри хакĕ 8 тенкĕ пулсан, çăкăр пĕçерекенсене 6 тенкĕ те 20 пуспа сутатпăр.

Паллах, предприятишĕн ку усăллах мар. Эпир илсе тăракан газ юлашки вăхăтра чылай хакланчĕ. Çĕршĕн аренда хакĕ икĕ хут ÿсрĕ. Предприятин сакăр филиалĕшĕн ку хак уйрăмах сисĕмлĕ. Унсăр пуçне предприятие çуллен çĕнетсе хальхи технологи çине куçармалла, ĕç укçине ÿстермелле т.ыт.те. Тырра йышăнса типĕтме тата тирпейлеме тăкак нумай тухать. Çакна валли уйăракан укçа-тенкĕ тăкаксене саплаштарма çителĕксĕр. Çавна пулах предприятин тупăшлăхĕ пысăк мар. Çапах та вырăнти резервсемпе тулли усă курса предприяти чысне тивĕçлĕ шайра тытса пыма тăрăшатпăр, продукци пахалăхне лайăхлатма та майсем тупатпăр.

Предприяти элеваторĕсем çулталăкра 100 пин тонна ытла тырă тирпейлеççĕ. Шупашкар элеваторĕ - Атăлçи федераци округĕнче чи хăватлă тата малалла аталанакан предприятисенчен пĕри, унта хальхи чи çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Элеватор 48 пин тонна тырă упрать. Унăн тырă типĕтмелли тата тасатмалли линийĕ талăкра 1000 тонна таран тырă тирпейлеме май парать. Çăнăх комплексне Швейцарин “Бюллер” фирмин лицензийĕпе тунă, унта талăкра 500 тонна тырă авăртса кăлараççĕ. Канашри элеватор талăкра 100 тонна тырă тирпейлет.

Пирĕн тытăма кĕрекен Шупашкар тата Канаш элеваторĕсенче хатĕрлекен çăнăх, республикăна ытти регионтан кÿрсе килекен продукципе танлаштарсан, тем тери пахарах. Çакă тĕрĕссине предприяти çĕнсе илнĕ наградăсем те çирĕплетеççĕ, 2005 çул: “пысăк пахалăхлă çăнăхшăн” çăнăх тата кĕрпе предприятийĕсен канашĕн ылтăн медалĕ* 2004 çулта - кĕмĕл медаль. Кун пек наградăсем унчченхи тата ун хыççăнхи çулсенче те пулнă. Çав наградăсене коллектив тулăпа ыраш çăнăхĕн пысăк пахалăхĕшĕн, лайăх пахалăхлă кĕрпесемшĕн çĕнсе илнĕ. Унăн ĕçне “Раççейĕн чи лайăх 100 таварĕ” реестра кĕртнĕ. Çапла вара эпир хамăрăн предприятин хальхи хăватне тата унăн малашлăхне шута илсе продукци хакне чакарас çула хăюллăн суйласа илтĕмĕр. Ку пĕтĕм коллектившăн пысăк чыс тесе шутлатăп. “Чăваштырăпродукчĕ” иртнĕ çулхи шайран икĕ хута яхăн нумайрах тырă туянни те, унăн саппасĕ çур çула çитни те хаксем вăхăтлăха ÿснине чăтăмлă тÿссе ирттерме май парĕ.

- Çапах та пĕр предприяти кăна хаксене чакарни пĕтĕм регионти лару-тăрăва йĕркелесе çитерме май парĕ-ши?

- Пĕр енлĕ пуçару туни çеç, чăнах та, çителĕксĕр ĕнтĕ. Çăкăр-булка изделийĕсен хакĕнче çăнăх тÿпи 40 процент таран шутланать. Пирĕн шутпа, хаксене тытса чарма е вĕсене чакарма апат-çимĕç туса илекенсен пурин те резервсем шырамалла. Ку вăл суту-илÿре ĕçлекенсене те пырса тивет. Вĕсен сутлăх хушма хака 10 процентран ытла ÿстермелле мар. Çăнăхăн пĕр килограмĕ вăтамран 14-15 тенкĕрен ытла пулмалла мар. Эпир продукци тирпейлекен предприятисен ертÿçисене апат-çимĕç хакĕсен ÿсĕмне тытса чарас е чакарас тĕлĕшпе “Чăваштырăпродукчĕ” ПУП коллективĕнчен ырă тĕслĕх илме чĕнсе калатпăр.

Леонтий АЛЕКСЕЕВ калаçнă.